Пирӗн пӗрлӗх тытӑмӗ ҫапларах:
Пӗрлӗх сайчӗ тата тӑванла сайтсем уйрӑм сервер ҫинче вырнаҫнӑ.
Пирӗн пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ авӑнӑн 7-мӗшӗ — вӑл кун канашлу ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чи малтанах пирӗн перлӗх сайчӗ Drupal движокне усӑ курнӑччӗ. Шел те, движок ытла та чухӑн пулнӑран, ӑна кирлӗ таран анлӑлатма нумай вӑй пама тивнӗрен, унран хӑталма тиврӗ — унччен GGM (Золотая шахта гномов) сайт валли хатӗрленӗ движок ҫине куҫма тиврӗ. Юпан 5-мешӗнче пирӗн пӗрлӗх сайтӗнче пӗрремӗш хыпар вырнаҫрӗ — унта шӑп та движока улӑштарни ҫинчен пӗлтернӗ.
Чи малтанах сайт виҫӗ чӗлхеллӗччӗ: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑшт каярах эсперанто версийӗ хушӑнчӗ.
2010 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче сайтра 1000-мӗш хыпар вырнаҫрӗ.
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ уйрӑм серверта вырнаҫнӑ. Провайдер патӗнче ӑна тытнӑшӑн эпир уйӑхне 3 000 тенкӗ (100$) тӳлетпӗр. Унсӑр пуҫне пӗрлӗх усӑ куракан доменсемшӗн укҫа пама тивет — пӗр доменшӑн ҫулталӑкне 450-600 тенкӗ. Тӳлевлӗ доменсем: chuvash.org, chuvash.net, chv.su, chuvash.su, yumah.ru, cbx.su.
Ҫавӑн пекех пирӗн пӗрлӗх тӗрлӗ конкурссем ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслать.
Пирӗн пӗрлӗх укҫа паманнипе пӗрех. Ҫулталӑкне реклама вырнаҫтараканни пӗрре-иккӗ тупӑнать-ши?.. Ҫавӑнпа та пирӗн пӗрлӗх спонсорсен укҫипе пурӑнать.
Тӗп спонсор: RPG TOP — сайтсен каталогӗ